Финанс пĕлĕвĕ кирлех

Категория: Публикации Опубликовано: 05.10.2024, 20:59 Просмотров: 129

Республикăри финанс министерстви отрасль темипе кĕнекесем илме 960 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Наци библиотеки ăна ĕçе кĕртнĕ. Çавна май Патăрьел муниципалитет округĕнчи тĕп вулавăша 94 экземпляр кĕнеке килнĕ. Пĕрлех çитĕнекен ăру валли сĕтел çи вăййисем те пур.

Екатерина Гончарован "Ты не первая, и без паники! 12 основ финансовой грамотности", Павел Волковăн "Первые шаги к финансовой независимости", Людмила Ярухинан "Финансы для нефинансистов", Инна Филатован "Семейные финансы - это просто" тата ытти авторсен кĕнекисем финанс терминĕсене ăнланма, умма тĕллев лартма, укçа пухма вĕренме пулăшаççĕ. Кун пек чухне кирлĕ-кирлĕ маршăнах пăшăрханмастăн, мĕн ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртетĕн.

Бодо Шефер "Мани, или азбука денег" кĕнеки тĕрĕс çул кăтартма пултарать. Вулакансем автор канашĕсемпе сĕнĕвĕсем пурнăçра самай пулăшу кỹнине палăртаççĕ. Кирек хăш çулхи çын та вĕсене пурнăçа кĕртсе хăйне валли çĕнĕлĕх илме пултарать. Укçа ĕçлесе илмелли çул çине тăни кашнинех кирлĕ. Ашшĕ-амăшне çак кĕнекесене вулани те вырăнлах: Евгений Ходченковăн "Миллион для дочки", Оксана Иванован "Криптовалюты, как это работает", Наталья Артемьеван "Мой первый миллион"тата ытти те .

Укçа технологийĕсене тата банк карттисене пула ачасен аллине кĕмĕлĕ часах çитме пултарать. Ашшĕ-амăшĕ вĕсемпе мĕнле усă курмаллине вĕрентессе кĕтмест те çитĕнекен ăру. Ку енĕпе сĕнỹсем илмелли те пур кĕнекесенче.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика