"Эпĕ хамăн профессие юрататăп. Ĕçри хастарлăха малашне те ỹстерсе пыма тăрăшатăп. Ачасенче мал ĕмĕтлĕх çуратмаллах пирĕн. Килĕшнĕрен суйласа илтĕм те ĕнтĕ. Уншăн ỹкĕнместĕп",- тет Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта ĕçлекен Гелия Начаева.
Вăхăтлăх канура ларнăран ачасемшĕн тунсăхлать те. Хăй пĕлỹ пухнă шкула вĕрентекен пулса каялла таврăнни савăнтарать ăна.
Гелия Зуфаровна Гайнуллинсен çемйинче пĕрремĕш ача пулнă. Çамрăкранах педагог пулма ĕмĕтленнĕ. Динар тата Данир шăллĕсемпе пĕчĕкренех шкулла вылянă. Ỹсерехпе пĕр класри юлташĕсене вĕренỹре пулăшнă. Çитĕнсе пынă май класс тулашĕнче ирттерекен мероприятисене йĕркелеме хутшăннă.
Гелия вăтам шкул хыççăн Хусан патшалăх университетĕнче математика тата информатика учителĕ пулма вĕреннĕ. Хăй мĕн алла илнине часрах ачасем патне урока кĕрсе парас килнĕ унăн. Ĕмĕтне пурнăçланă. Физикăпа математика вĕрентме пуçланă. Пĕрлех ăна класс ертỹçи пулма та шаннă. Çак вăхăтрах вăл магистратурăра та вĕреннĕ.
Çамрăк педагог ĕçченлĕхпе, тỹрĕ кăмăллăхпа, яваплăха туйнипе палăрса тăнă. Ачасене предмета юратма вĕрентнĕ. Хăйĕн тавра курăмне анлăлатма тăрăшнă.
5 çул ĕçленĕ хыççăн ăна директорăн вĕрентỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулма сĕннĕ. Шанăçа тỹрре кăларма тăрăшни вĕренекенсем шкул тулашĕнчи конкурссенче малти вырăнсене йышăнма пултарни те çирĕплетет.
"Ĕç коллективĕ - манăн иккĕмĕш çемье. Унта мана пурнăç çулĕ çине тăма пулăшнă вĕрентекенсем те пур-ха. Вĕсенчен ыррине нумай илетĕп", - тет Гелия Зуфаровнв. Педагог çемьеллĕ. Мăшăрĕпе ывăлпа хĕр çитĕнтереççĕ
Ноябрь 2024 |