Сăкăт территори пайĕнче яла тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе кĕркуннехи субботниксем тăтăшах йĕркелеççĕ. Чăн малтанах вĕсем кану паркĕн территоринчи хыт-хурана, ытти ăпăр-тапăра тасатма кар тăнă. Акă мĕн пĕлтерчĕ хаçат редакцине кун пирки Сăкăт территори пайĕн начальникĕ Вероника Кузнецова:
- Сăкăтри вăтам шкул Патăрьелĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрпа ачасене вăхăтлăх ĕçе явăçтарма килĕшỹ тунă. Çавăнпа та кашни кунах 9 класра вĕренекен пилĕк ача уроксем хыççăн пĕр сехетлĕхе обществăлла территорисене тирпей-илем тума хутшăнать. Çак кунсенче çеç администраци, культура ĕçченĕсем "Раççей шывĕ" акцие хутшăнса паркри кỹлĕ таврашне тасатрăмăр. Ачасем те кăмăлтан ĕçлерĕç. Халĕ пирĕн тĕп тĕллев - хамăр пурăнакан тавралăха, обществăлла вырăнсене тирпейлесе хăтлăх кỹресси, унта та кунта ỹссе кайнă вĕренесене тасатасси. Субботниксенче техникăпа "Красное Знамя" ЯХПК ертỹçи Петр Никифоров пулăшать. Çанталăк типĕ те уяр чухне тирпей-илемпе çыхăннă мероприятисене малалла та йĕркелесшĕн.
Альбина НИКОЛАЕВА
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
