Пулас патриотсене çитĕнтерет

Категория: Публикации Опубликовано: 05.10.2024, 21:01 Просмотров: 124

Хирти Пикшикри вăтам шкулти 4 класра вырăс чĕлхи урокĕ пырать. 17 мăшăр куç вĕрентекене тимлĕн итлет. Шăнкăрав хыççăнах пăхмасăр кĕске сăвă вĕренчĕç вĕсем. Унтан ăна тетрадь çине çырчĕç. Чарăну паллисене лартмалли правилăсене аса илчĕç. Кайран кĕнекене уçса йăнăшсене тĕрĕслерĕç, хаклавне те турĕç.

Класра шăплăх хуçаланать. Уйăрнă вăхăтпа туллин усă курма тăрăшать Людмила Данилова вĕрентекен. 30 çул хушшинче вăл çак темăсене ачасене пĕрре мар ăнлантарнă.

Çитес вĕренỹ çулĕнчен аслă классене куçма хатĕрленекенсем чĕрĕ те хастар. Республикăри "Чăваш ачи чăвашах" конкурсра тĕслĕх пулчĕç. Раççейри çут çанталăкăн çамрăк хỹтĕлевçисен олимпиадинче харăсах саккăрăн палăрчĕç. "Белый мишка" тупăшура виççĕн çĕнтерỹçĕ, пĕри призер пулчĕ.

Людмила Димитриевна аслă пĕлỹллĕ специалист. Малтан вăл Канашри педагогика училищинче шкул уйрăмĕнче пĕлỹ пухса алла диплом илнĕ. Каярах И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн филологи уйрăмĕнче вĕреннĕ.

 "Раççей Федерацийĕн хисеплĕ ĕçченĕ" ята Людмила Димитриевна 2016 çулта тивĕçнĕ. Унтанпа та кĕçĕн класран икĕ выпуск кăларнă вăл. Аслăраххисем малтан хывнă сукмака халĕте такăрлатма пăрахмаççĕ. Вăл ертсе пыракан "Мерчен" пултарулăх ушкăнне çỹреççĕ. 12-ĕн унта. Юрланă чухне зал янраса тăрать, ташланă май урисен айĕнчен тĕтĕм тухать тейĕн. Регина Шарафетдинова, Юрий Корнилов, Руслан Лысков, Дмитрий Кириллов, Дмитрий Нянин, София Николаева, Азалияпа Расул Шигабетдиновсемсĕр пĕр уяв та иртмест тесен те тĕрĕсех пулĕ. Мĕнле конкурса çеç хутшăнмаççĕ-ши вĕсем? Чылайăшĕнчен пĕрремĕш вырăнпа таврăннă. Надежда Бабкинапа пĕрле йĕркеленĕ "Раççей юррисем" фестивале паянхи кун та аса илеççĕ.

 Ансамбль округра шкул ачисемпе иртекен чылай мероприятие хутшăнать. Ял хуçалăх ĕçченĕсен уявĕнче те хăйĕн пултарулăхне кăтартать. Акатуй-Сабантуя пĕр çул та сиктермест. Республикăри "Туслăх хĕлхемĕ" фестивальтен виçĕ çул, "Уçă сасăсем" конкурсран çĕнтерỹпе таврăнчĕç. Муниципалитет шайĕнчи "Чăваш Ен вăл - манăн тăван ен" фольклор ансамблĕсен конкурсĕнче пĕрремĕш степеньлĕ лауреат пулчĕç. "Туслăх хĕлхемĕ", "Виват, Раççей!" конкурссенче çĕнтерỹпе савăнтарчĕç.

 Педагог хăйĕн тавра курăмне анлăлатассипе те ĕçлет. Республикăри пуçламăш классен учителĕсен предмет олимпиадинче пĕрремĕш пулчĕ. Чăваш чĕлхипе диктант çырма та хутшăнчĕ. Муниципалитет шайĕнчи пуçламăш классен учителĕсене хăйĕн ĕç ăсталăхĕпе паллаштарчĕ.

Ачасен ашшĕ-амăшĕпе те çыхăнура педагог. Пĕрлехи мероприятисем ирттерет. Çанталăк пăсăличчен Шăмăршăри "Чăваш вăрманĕ" парка кайса килесшĕн.

Тăван енпе уроксенче те, класс тулашĕнчи ĕçсенче те паллаштарать. Хамăр таврара мĕнле чĕр чун пурăннине, йывăç-курăк ỹснине пĕлмесĕр епле пултăр.

 Шкулта тăваттăмĕшсен икĕ класс. Пĕр-пĕринчен тĕслĕх илмелли те, ăмăртмалли те пур ачасен. Педагог вĕренĕве мала хума хăнăхтарнисĕр пуçне воспитани енĕпе те тимлет. Ачасенчен çĕршывăн хастар патриочĕсем пулса çитĕнччĕр тесе тăрăшать.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика