Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта "Аслă ăрăва чыс та мухтав" уйăхлăхпа килĕшỹллĕн муниципалитетсем хушшинчи "Чунĕпе ватăлмаççĕ ветерансем" фестиваль иртнĕ. Унта Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски округĕсенчи хисеплĕ ватăсем явăçнă.
Мероприятие уçма Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Шăнкăртам территори пайĕн начальникĕ Ильнар Абейдуллин, "Раççейри пенсионерсен социаллă тĕрĕслĕхшĕн партийĕн" вырăнти уйрăмĕн канашĕн председателĕ Федор Урмаков хутшăннă.
Программăра спорт пайĕ, художество пултарулăх коллективĕсен юрри-ташши пулнă. Чунпа çамрăккисем шахматла вылянă, 200 метра чупнă, пневматика пăшалĕнчен пенĕ, дартсла, боулингпа ăмăртнă, хутăш эстафета чупнă.
Пĕрремĕш вырăна Комсомольски, иккĕмĕшне Патăрьел, виççĕмĕшне Шăмăршă хастарĕсем йышăннă.
Фестиваль ветерансем пурнăçа юратнине, вăй-халлă, мал ĕмĕтлĕ пулнине кăтартнă. Вĕсен ỹсĕм çулĕ чун çамрăклăхĕн хĕлхемне сỹнтерейменнине çирĕплетнĕ.
Альбина ИВАНОВА
Январь 2025 |