Патăрьелĕнчи хăш-пĕр урампа иртме те намăс...

Категория: Публикации Опубликовано: 13.10.2024, 19:37 Просмотров: 239

Патăрьел - муниципалитет округĕн центрĕ. Вăл ытти ялсемшĕн пур енĕпе те ырă тĕслĕх пулмалла. Шел, хальлĕхе ун пек мар-ха...

 Паян хăш-пĕр урампа утса çỹреме те намăс. Унта та кунта хыт-хура ашкăрать. Çу каçа пĕр хутчен те курăка çулман лаптăксем, çул хĕррисем те пайтах. Унсăр пуçне тата куçа тирĕнекенни, чуна ыраттараканни - çỹп-çап контейнерĕсен умĕнчи е таврашĕнчи тирпейсĕрлĕх, нĕрсĕрлĕх (çаплах калас килет) хуçаланни. Никам та пурăнман территори пек туятăн вĕсен умĕнчен иртнĕ чухне. Мĕншĕн апла-ха? Мĕншĕн тесен уйрăмах патшалăх çурчĕсенче пурăнакан çынсен тирпей-илем ыйтăвĕпе яваплăх, культура шайĕ çитмест. Вĕсемшĕн пулсан кил-хуçалăхĕнчи, пахчари, садри ăпăр-тапăр, çĕр улми, помидор аври, хăрнă йывăç турачĕсем, строительство материалĕсен каяшĕсем тата ытти (сăн ỹкерчĕкре) те куçран тасалччăр. Ешчĕке кĕмесен ун йĕри-таврашне çỹп-çап "полигонĕ" евĕр йывăçăн хулăн тунисенех, турачĕсене пырса тăкаççĕ. Вĕсене тирпейлĕ касса вутă валли те усă курма пулать-çке...

Кил-тĕрешĕнчи çỹп-çапа пуçтаракан контейнер, унăн таврашĕ тирпейлĕ те таса пултăр тесен чăн малтан çынсен хăйсен ăнланулăхне ỹстермелле. Каяша турттаракан организаци вĕсене графикпа килĕшỹллĕн килсе пушатса кайсан, контейнерсем пурте кирлĕ пек хупăнса тăрсан, ун таврашĕнче усал шăрш та кĕмĕ, тирпей те пулĕ. Çакна манса каяр мар: ял, урам илемĕ хамăртан, кашни çынран çеç килет. Паллах, тирпей-илем пултăр тесен çак ĕçе йĕркелени, ăна сăнаса тăни те пĕлтерĕшлĕ.

Альбина НИКОЛАЕВА.

Яндекс.Метрика