ТУРИ Туçара пурăнакан хисеплĕ ĕç ветеранĕ Владимир Остряков строительство бригадин бригадирĕнче тăрăшнă вăхăтра та халăхшăн ырă та пархатарлă ĕç сахал мар тунă. Вăл шутра тавралăха тирпей-илем кĕртес, йывăçсем лартас тĕлĕшпе те яланах хастарлăх кăтартнă. Нумай пулмасть вăл хăйĕн пуçарăвĕпе Тимĕрле çырми çыранĕнче мĕн ĕлĕкех тапакан икĕ çăлкуçа та çĕнĕрен "чун" кĕртнĕ, вĕсене тасатса унта пура ярса кăшăллама, территорие хăтлăх кĕртме пикеннĕ. Владимир Александровичăн ырă шухăшне çак касра, таврара пурăнакансем те алхапăл йышăннă, çак лапама хăтлăх кĕртме май пур таран укçа-тенкĕпе те пулăшнă. Çак кунсенче çеç çут çанталăк тусĕ хăйĕн пулăшаканĕпе Алик Мулюковпа тата ыттисемпе пĕрле экологи субботникĕ йĕркеленĕ, хыр тата юман йывăçĕсен хунавĕсене лартса хăварнă. Çак йывăçсем тымар ярса йăл илсен кунта хăйне евĕр хитре кану вырăнĕ пулмалла.
Чăваш Республикинчи Экологи тата çут çанталăк пуянлăхĕпе тирпейлĕ усă курмалли çулталăкра Владимир Остряковăн пархатарлă пуçарăвне ырламалла çеç. Ял çыннипе, кỹршĕ-аршăпа кар тăрса пурнăçланă кирек мĕнле ĕç те сумлă, хисеплĕ, асра та юлĕ.
Декабрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1
|
2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |