Турхан çамрăкĕсем те тăрăшсах помост çине тухма хатĕрленеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 21.10.2024, 21:00 Просмотров: 145

 ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнчи спортсменсем хăйсене тĕрлĕ енĕпе туптаççĕ, çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнỹсем тăваççĕ. Нумай пулмасть çеç Турханти культура çуртĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцийĕ ăнăçлă ĕçлеме пуçланă. Çак тĕллевпе кунта спортсменсем валли пĕчĕк зала юсаса кирлĕ услови хатĕрленĕ, инвентарьсемпе пуянлатнă. Мĕн пур ĕçе Александр Бахмисов тренер ертсе пырать. Малашне çак тăрăхра пурăнакансем те хăйсен вăйне помост çинче кăтартма пултараççĕ. Хальлĕхе тĕрлĕ çулхи ачасемпе çамрăксем эрнере виçĕ хутчен пуçтарăнаççĕ. Кунта Турхантан çеç мар, таврари ялсенчен те кăмăлтан çỹреççĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика