Кукăль пулĕ уяв парни

Категория: Публикации Опубликовано: 21.10.2024, 21:02 Просмотров: 128

Октябрĕн 20-мĕшĕнче Раççейре Ашшĕ кунне паллă тăваççĕ. Уяв умĕн Чăвашпотребсоюз республикăри Ашшĕсен канашĕпе пĕрле октябрĕн 14-20-мĕшĕсенче "Атте валли пан улми кукăлĕ" акци йĕркелет.

Потребительсен обществинчи поварсемпе кондитерсем Чăваш Енре пурăнакансем хăйсен çывăх çыннисене кучченеçсемпе савăнтарма пултарччăр тесе пан улми тата ытти тĕрлĕ çимĕç кукăлĕсем пĕçереççĕ. Вĕсене тематикăпа килĕшỹллĕн çырса, уяв символне палăртса хатĕрлеççĕ. Изделисене кафесенче, обществăлла апатлану организацисенче туянма май пулать.

 Юратнă çынсемпе сĕтел хушшинче кукăльпе вĕри чей ĕçсе хăналанни сивĕ çанталăкра та чуна ăшăтĕ.

 (Хамăр корр.)

Яндекс.Метрика