Тĕп ыйтусенчен пĕри - коммуналлă хытă каяша вăхăтра турттарасси

Категория: Публикации Опубликовано: 21.10.2024, 21:03 Просмотров: 134

 Октябрĕн 16-мĕшĕнче республикăра, çавăн пекех Патăрьел муниципалитет округĕнче те Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Тĕп ыйтусенчен пĕри коммуналлă хытă каяша вăхăтра турттарса каясси тавра пулчĕ. Çавăн пекех 2024 çулхи 9 уйăхри социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн малтанхи итогĕсене пăхса тухрĕç, уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕç.

 Мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Степанов, муниципалитет округĕн администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисем, территори пайĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

 Пĕрремĕш ыйтупа Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-строительство, çул-йĕр хуçалăхĕ тата хăтлăх управленийĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов доклад, "Полигон" тулли мар яваплă обществăн юрисчĕ Лев Уфуков çум доклад турĕ. Вĕсем хăйсен сăмахĕсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче коммуналлă хытă каяша турттарассине мĕнле йĕркеленипе, ку тĕлĕшпе тивĕçтерỹ ĕçĕн пахалăхне ỹстерес тĕллевпе пĕр шухăшлăн ĕçлемеллине каларĕç. Информаци кунне хутшăннисене муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ-экономика, ял х

уçалăх тата инвестици ĕçĕ-хĕлĕн пай начальникĕ Юлия Селиванова тата муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи кăçалхи тăхăр уйăхри социаллă пурнăç тата экономика кăтартăвĕсемпе, уй-хир ĕçĕсен итогĕсемпе кĕскен паллаштарчĕç.

Юлашкинчен информаци кунне хутшăннисем Тутар Тимешĕнче йывăç лартрĕç. "Вăрмана упрар" акцие Шăмăршă, Пăлапуç Пашьел, Турхан вăрман лесничествисем, Туçа территори пайĕнчи çут çанталăк тусĕсем, культура ĕçченĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç. Çак кунхине 3500 тĕп йывăç лартрĕç.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика