Ачашăн телей - ашшĕ-амăшĕн ăшши

Категория: Публикации Опубликовано: 21.10.2024, 21:05 Просмотров: 134

 Çут тĕнчене килнĕ пепкен пĕрремĕш сăмахĕсем пурин те пĕрешкел темелле. Пĕрисем пуçласа "анне" сăмаха калаççĕ, теприсем "атте" тесе ашшĕн чунне илĕртеççĕ. Тулли çемьере ача телейĕ те иксĕлми. Ун пек чухне ушкăнпа ĕç тума та, уçăлса çỹреме е пĕрле сиплĕ чей ĕçме те кăмăллă.

Ача амăшĕсене хисеплесе тата юратса эпир çулсеренех Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне, Анне кунне паллă тăватпăр. Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн указĕпе килĕшỹллĕн октябрĕн виççĕмĕш вырсарникунĕнче Ашшĕн кунне паллă тăвасси те ырă йăлана кĕчĕ. Кăçал çак уяв октябрĕн 20-мĕшĕнче пулать.

Атте сывă пулни çемьешĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăн малтанах вăл ачасене тивĕçлĕ воспитани пама пулăшать, вĕсене ĕçе вĕрентет. Чун тĕпренчĕкĕсемшĕн пысăк тĕрев те. Вăлах - çемье тĕрекĕ, çурт-йĕр илемĕ, çемье бюджетне пуянлатма, хуçалăха тытса тăма пулăшакан шанчăклă çын тата ытти те.

 Паян пирĕн Патăрьел муниципалитет округĕнчен те чылай ашшĕ Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнса паттăрлăх кăтартать. Çак çăмăл мар лару-тăрура хăш-пĕр амăшĕсене ачасене пĕчченех çитĕнтерме, воспитани пама тивет. Юлашки вăхăтра салтаксем пĕрин хыççăн тепри кĕске отпусксене килнĕ май вĕсем тăтăшах тăвансемпе, ял-йышпа, шкул ачисемпе те курнăçаççĕ. Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов кашнийĕнпех тĕл пулу йĕркелет, ашшĕ-амăшне çĕршыва тивĕçлĕ ывăл çуратнăшăн тав тăвать.

Муниципалитет округĕнчи Ашшĕсен канашĕ Патăрьелĕнчи тĕп вулавăш ĕçченĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Кунта та тĕрлĕрен уяв ячĕпе Хĕрарăмсен канашĕпе пĕрле пуçтарăнса мероприятисем ирттеретпĕр. Республика шайĕнчисене те хастар хутшăнатпăр. Нумай пулмасть çеç Чăваш Республикинчи Общество палати йĕркеленĕ "Папа-Фест-2024" фестивале хутшăнтăмăр. Сăмах май каласан, çывăх вăхăтра Ашшĕсен канашĕ пуçарнипе кашни шкултах "Школьный Папа-Фест" ирттересшĕн. Çак мероприяти хамăрăн культурăпа йăла-йĕркене çывăхрах пĕлме те, ачасене спортпа туслашма, тавра курăма анлăлатма та пулăшать.

Николай АНДРЕЕВ, Патăрьел муниципалитет округĕнчи Ашшĕсен канашĕн ертỹçи

Яндекс.Метрика