Первомайскинчи стадионта тĕнче класлă СССР спорт мастерĕн Александра Деверинскаян парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетикăпа ăмăрту иртнĕ. Кăçалхипе вăл 30-мĕш хутчен пулнă. Сăмах май каласан, мухтавлă ентешĕмĕр шăпах Первомайскинче кун çути курнă, кунти шкулта пĕлỹ илнĕ, спортпа туслашнă.
Старта тăракансене, хăнасене çăмăл атлетикăпа тĕнче класлă СССР спорт мастерĕ, тĕнче Универсиадин чемпионки, ирĕклĕ вăйăсен пăхăр призерĕ, тĕнче Кубокĕн кĕмĕл призерĕ, командăпа тĕнче Кубокне тивĕçнĕскер, темиçе хутчен Совет Союзĕн чемпионки, утас енĕпе виçĕ хутчен тĕнче чемпионки Александра Деверинская саламланă. Çавăн пекех йăлана кĕнĕ ăмăртăва хутшăнакансене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Первомайски территори пайĕн начальникĕ Леонид Пыркин, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Мевлет Зейнетдинов тата ытти хăнасем хавхалантарса сăмах каланă.
Кăçалхи турнира Шупашкартан тата Патăрьел муниципалитет округĕнчен 15 команда хутшăннă. Вĕсем тĕрлĕ дистанципе çăмăл атлетика кросне тăнă. Вăтам шкулсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Первомайскисем, иккĕмĕшне Аслă Чеменсем, виççĕмĕшне Нăрваш Шăхальсем тухнă.
Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене тĕрлĕ шайри дипломсемпе, медальсемпе чысланă.
Декабрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1
|
2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |