Сывлăх хаклă е эрех?

Категория: Публикации Опубликовано: 21.10.2024, 21:20 Просмотров: 142

 Хăшĕ-пĕри алкоголь организмăн мĕн пур тытăмне аркатакан хăрушă наркăмăш пулнине темшĕн шута илесшĕн мар. Унра наркотик тата токсин паллисем пĕрлешнĕ, çакă организма лекнĕ этил спирчĕ йỹçекленсе уксус альдегичĕ йĕркеленнипе çыхăннă. Ĕçекенсенчен хăшĕ-пĕри алкоголь тутлăхлă тесе шутлать. Апат-çимĕçпе танлаштарсан - вырăнсăр. Шăпах çакнашкал пăтраштару ĕçкĕçсен сисчевлĕхне чакарать те. Тĕпчевçĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, пахалăх шайĕпе начар шутланакан сăра та ĕçке ертнин сăлтавĕ пулма пултарать.

Пĕр кĕленче шурă эрех организма 1400 килокалори "парнелет". Вăтам йывăрăшлă вăй-хал ĕçне пурнăçлакан арçын талăкра 3100 килокалори пĕтерет. Апла-тăк алкоголь калорийĕсем мĕн кирлине шайлаштараймаççĕ. Çыннăн организмĕ тĕрлĕ йышши белок, çу, углевод, витамин, минерал тăварĕ ыйтать. Эрех-сăрара вĕсем çук. Малтанхи вăхăтра алкоголь апат антарнăн туйăнать. Чылайăшĕ çапла шутлать те. Анчах ăна хăнăхса пынăçемĕн лару-тăру улшăнать. Чирлĕ çын апат çиесшĕн мар. Пĕрисен çакă эрех ĕçнĕ чухне палăрать, теприсен - мухмăрпа аптранă вăхăтра. Çын хăйне евĕрлĕ алкоголь çимĕçĕ çине куçать. Витамин çитменни ăна хавшатать. Кун пек чухне эрехĕн наркăмăш витĕмне вăл çăмăллăнах парăнать.

 Алкоголь выçăллă-тутăллă çỹресси патне илсе пырать. Вăрах вăхăт ĕçкĕпе иртĕхсен глюкоза ирĕлме чарăнать, организм кал-кал ĕçлейми пулать. Çак вăхăтра çу шучĕ ỹссе каять, вăл пĕверте пухăнать. Унтан та хăрушăраххи - пĕвер циррозĕ пуçланать.

 Эрехе пула В1 тата В6 витаминсем ферментсен ĕçне тытса пыракан пĕрлешỹсем йĕркелесси япăхланать. В1 витамина организм йышăнми пулать. Д витамин гормон йышши çыхăнусем йĕркелеймест.

 Эрех ăш-чикри шыва хăвалать, çакă нерв клеткисемшĕн сиенлĕ. Эрехе пула миçе çын пурнăçран уйрăлать тата... Акă кăçалхи 9 уйăхра 4 çын эрех хутăшлĕ спиртсем ĕçсе вилнĕ. Тата 60 çулхи арçынпа 43, 45 çулсенчи хĕрарăмсен пĕвер циррозĕ пулнă. 46 çулхи тепĕр çыннăн пурнăçĕ те эрехе пулах татăлнă.

 Эрех сиенĕ пирки нумай калаçма пулать. Ĕçекен кашни çын патне çак шухăша çитересшĕн: эрехпе туслашни ырри патне илсе пымасть. "Ĕçке пула пуç пĕтет",- тенĕ ваттисем. Шутлăр: сывлăх хаклă е эрех? Инкеке сирме вăй çитереймесен врачсенчен пулăшу ыйтăр.

Елена МАУРИНА, муниципалитет округĕнчи тĕп больница ертỹçин çумĕ

Яндекс.Метрика