ÇАК кунсенче Патăрьелĕнчи "СВОи" волонтерсен ушкăнĕ салтаксен ыйтăвĕсене тивĕçтерсе инçе çултан таврăнчĕ. Пысăк чунлă хастарсем çар операцине хутшăнакансем патне хỹтĕлев сеткисем, окоп çуртисем, ăшă тумтир, апат-çимĕç тата ытти кучченеçе те илсе çитернĕ. Тăван çĕршыва хỹтĕлес тĕллевпе алла пăшал тытнисемшĕн тăван тăрăхран парса янă кашни кучченеç чуна ăшăтать, вăй парать. Пуринчен ытла шкул ачисен çырăвĕсем, пĕчĕк теттисем салтаксен кăмăлне уçаççĕ. Хальхинче те Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 4а тата 3б класс ачисем шăрçаланă йĕркесене вĕсем Çĕнтерĕве çывхартма пулăшакан хавхалану вырăнне йышăнса чун-чĕререн тав тунă.
Ноябрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
28 | 29 | 30 | 31 | 1
|
2 | 3 |
4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 |
11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 |
18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1 |