КАНМАЛЛИ кунсенче Туçа территори пайне кĕрекен Анат Туçари масар çинче ял-йыш пĕр çын пек кар тăрса пысăк субботник ирттернĕ, типĕ те уяр çанталăкпа усă курса сăваплă вырăнти вуншар çул ỹссе ватăлнă тирексене касса территоринчен илсе тухнă. Ушкăнпа пурнăçланă ĕç кал-кал та кăмăллă иртнĕ. Халĕ тăванĕсем ĕмĕрлĕх канлăх тупнă сăваплă вырăн тирпейлĕ те таса, кĕрнеклĕ йывăçсем вил тăприсем çине ỹкес хăрушлăх та çук.
Сăмах май каласан, çак ялсем хăйсен пуçарулăхĕпе масар умĕнчи кĕлĕ çуртне те, унăн территорине те кăмăлтан тасатса, тирпейлесе тăраççĕ. Кунта çу каçа илем кỹнĕ чечексене те çăлса тасатнă.
Иртнĕ канмалли кунсенче Первомайскинче пурăнакансем те масар территоринче субботник йĕркеленĕ, унта техникăпа кĕме ятарлă хапха та вырнаçтарнă.
Ноябрь 2024 |