Депутат парнисемшĕн

Категория: Публикации Опубликовано: 28.10.2024, 20:12 Просмотров: 138

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул спорт залĕнче хĕрсем хушшинче муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕн, çак пĕлỹ çурчĕн директорĕн Наталия Андрееван парнисене çĕнсе илессишĕн 4-мĕш хутчен волейбол турнирĕ иртнĕ. Ăна уçма Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, турнир пуçаруçи тата спонсорĕ Наталия Андреева, "Паттăр" спорт шкул директорĕ Анатолий Афанасьев тата муниципалитет округĕнчи волейбол федерацийĕн председателĕ Сергей Викторов, çавăн пекех спортăн тава тивĕçлĕ ветеранĕсем хутшăннă.

Кăçалхи турнир географи тĕлĕшĕнчен уйрăларах та тăрать. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Вăрнар, Йĕпреç вăтам шкулĕсенче вĕренекенсемсĕр пуçне унта Шупашкарти пĕрремĕш, 22-мĕш вĕренỹ учрежденийĕсенче, çавăн пекех пĕрремĕш гимназинче пĕлỹ пухакансем, Çĕнĕ Шупашкар представителĕсем те хутшăннă. Тепĕр çĕнĕлĕх те пур: И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем те килме кăмăл тунă. Çакă хăйех ăмăрту сумне ỹстерет, унăн анлăшне сарать. Малашлăхра ытти вĕренỹ заведенийĕсенчен те студентсем явăçас шухăша çуратать.

Вăйăсем кăмăллă иртнĕ. Çĕнтерỹçĕсене кубоксемпе, дипломсемпе, медальсемпе чысланă. Çавăн пекех уйрăм спортсменсене "Чи лайăх вылякан", "Чи лайăх тапăнса вылякан, "Чи лайăх хỹтĕлевçĕ" номинацисем панă.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика