Патăрьелĕнчи ĕлĕкхи ЭТУС çуртне хирĕç вырнаçнă контейнерсен умĕнчен куллен иртсе çỹрекенсем çак вырăн час-часах тирпейсĕр пулнине сăнанă-тăр. Тепĕр чухне ирĕклĕ вырăна йытăсем те пуçтарăнаççĕ... Октябрĕн 21-мĕшĕнче те кунтан иртсе кайма кăмăллах марччĕ. Çỹп-çап тăкмалли ешчĕксем йĕри-тавра ура пусма çук ăпăр-тапăр сапаланса выртать. Паллах, вăхăтра турттарса кайсан ун пек пулмĕччĕ. Кунĕпе кунтан çынсем Перекет банкне те, "Браво" кафене те, "Жилград" кантурне те вĕçĕмсĕр утаççĕ... Утаççĕ те тĕлĕнеççĕ... Çак тирпейсĕрлĕхе хăçан та пулин пĕтерме пулать-ши?
Альбина НИКОЛАЕВА
Ноябрь 2024 |