Укçа шута та юратать, улталанасран сыхланма та ыйтать

Категория: Публикации Опубликовано: 09.11.2024, 10:23 Просмотров: 358

 КĔР мăнтăрĕ ял ĕçченĕшĕн уйрăмах хавхалануллă тапхăр. Пахчасемпе анкартисем пушаннă, кĕлетри пỹлмесемпе тĕп сакайсем тулли... Çапах та тепĕр чухне тимлĕх çитменрен ытлашши пахча çимĕçе сутнă чухне шар курма, кăмăла хуçма та пулать. Акă, нумай пулмасть çеç муниципалитет округĕнчи пĕр ялта çынсем аякран пахча çимĕç туянма килнисенчен улталанса юлнă. Лешсем хуçасене суя купюра тыттарса хăварнă. Паллă ĕнтĕ, ун пек укçана никам та йышăнмасть. Усламçăсем вара хăйсен йĕрне çийĕнчех çухатнă. Çавăнпа та вăй парса, тăкакланса ỹстернĕ пахча çимĕçе палламан çынсене сутнă чухне питĕ асăрхануллă пулмалла. Пысăк суммăлăх тавар сутнă пулсан укçине банк урлă тĕрĕслеттерсе илсен те шанчăклă.

Хальхи вăхăтра тимлĕ пулмалли тепĕр тĕслĕх пирки те каласшăн. РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕ çынсене чикансемпе асăрхануллă пулма та ыйтать. Вĕсем сиртен тĕк, тимĕр-тăмăр е ыттине ыйтаççĕ пулсан, палламан çынсене кил-тĕрешре е картишĕнче хăварса ниçта та ан пăрăнăр. Чееленсе çав самантрах урăх япала та вăрлама пултараççĕ.

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика