Çакăн çинчен калакан указа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев алă пусса çирĕплетнĕ. Çавна май йĕркелỹ комитетне палăртĕç. 2025 çулта республикăра историллĕ астăвăма тата ỹсекен ăрăва патриотла воспитани парассине тĕпе хурса мĕнле мероприятисем ирттермеллине пăхса тухĕç.
Республика ертỹçи Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулĕ çитнĕ май ку пирĕншĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртать. "Ку ахаль дата çеç мар, çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн мĕн чухлĕ тỹссе ирттерни çинчен шухăша каймалли сăлтав. Ỹсекен ăру пирĕн асаттесемпе мăн асаттесен паттăрлăхĕпе мăнаçлантăр, пуласлăхшăн яваплăха туйтăр. Халĕ, çĕршыв каллех тăшманпа кĕрешнĕ чухне, эпир пĕрле пулни, пĕрлехи вăйпа Çĕнтерĕве çывхартни пĕлтерĕшлĕ", - палăртнă Олег Николаев.
Александр ИВАНОВ
Декабрь 2024 |