Хальхи вăхăтра право хуралĕн органĕсем интернет-ултавçăсем пирки халăх хушшинче, СМИ хатĕрĕсенче тăтăшах профилактика мероприятийĕсем йĕркелеççĕ пулин те çын ĕнси çинче хăйсен пайтишĕн укçа тăвакан çăткăнсем (çаплах калас килет) питĕ хăвăрт вăй илсе пыраççĕ. 2024 çулхи тăхăр уйăхри статистика кăтартăвĕсем чăнласах та пурте илтмелле "чан çапма", сăмах калама ыйтаççĕ. Асăннă тапхăрта республикăра мошенниксен серепине çакланса шар курнă 3 пин ытла тĕслĕхе шута илнĕ. Тĕрлĕрен ултав меслечĕпе çынсем 700 миллион тенкĕ ытла укçа-тенкĕне ултавçăсене куçарса панă!
РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн статистики те муниципалитет округĕнче пурăнакансене пурне те шухăша ямалла. Кăçалхи тăхăр уйăхра информаципе телекоммуникаци технологийĕпе усă курса тунă преступленисем ỹснĕ, çынсем мошенниксене укçа куçарса парса 10 миллион та 56 пин тенкĕлĕх тăкак тỹснĕ. Телефон ултавçисенчен шар курнисен 4,1 процентне çеç тавăрса панă.
Йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем питĕ сыхă пулма, асăрханма ыйтаççĕ. Çак тĕллевпе иртнĕ эрнере ЧР ШĔМĕн информаципе телекоммуникаци технологийĕпе правăна пăсса усă куракансемпе кĕрешекен пай начальникĕ Сергей Фомин, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн начальникĕ Андрей Андреев телефон ултавçисенчен сыхланас тĕллевпе муниципалитет округĕн администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисемпе, территори пайĕсен начальникĕсемпе, округри организаци-предприяти, учреждени ертỹçисемпе канашлу ирттерчĕç.
Канашлура çак тĕп шухăша халăх патне çитерме сĕнчĕç. Ултавçăсем информаципе тата хальхи технологисемпе пĕлсе усă кураççĕ. Çав вăхăтрах çынсен психологине лайăх ăнланаççĕ, пĕтĕм информацие ирĕксĕрлесе тума ыйтаççĕ е урăх ĕçсем тума хистеççĕ, çынсен вăйсăрлăхĕпе, унăн туйăмĕсемпе усă кураççĕ.
Паян кашни çыннăн социаллă сетьсенче сыхă пулни пĕлтерĕшлĕ. Мошенниксем çынна тĕрлĕ майпа улталама пултараççĕ. Манса ан кайăр: сире банкпа право хуралĕн сотрудникĕсем соцсетьсенче нихăçан та шăнкăравламаççĕ!
Е тата Интернетра çăмăл е хăвăрт ĕçлесе илме сăмах панине те ан ĕненĕр.
Телефонпа сирĕн банк карттин даннăйĕсене ыйтсан, СМСпа килекен пин-кодсемпе интересленсен е тата ытти те çак çынна нимĕнле информаци те памалла мар!
Альбина НИКОЛАЕВА
Декабрь 2024 |