Кĕнекесем вуланаççĕ, тарăн шухăшлă

Категория: Публикации Опубликовано: 09.11.2024, 10:44 Просмотров: 385

Республикăри наци библиотеки "Литературăллă Чăваш Ен: 2023 çулхи чи лайăх кĕнеке" фестиваль-конкурс старт илни çинчен пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Ăна республикăри культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви пулăшăвĕпе общественноçа ытларах кĕнеке вулама хутшăнтарас тĕллевпе çулленех йĕркелеççĕ. Унта Чăваш Енри профессиллĕ писательсен канашĕ, Чăваш кĕнеке издательстви, Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕ те явăçать.

Фестиваль-конкурса хутшăнса вырăнсенчи вулавăшсенче кĕнеке выставкисем йĕркелеççĕ. Нăрваш Шăхалĕнче, акă библиотекăна çỹрекенсем Н.Кулешован "Правдивые истории о вредных привычках", "Сухви сехмечĕсем", О.Васильеван "Заповедные места Чувашии", В.Кириллован "Сас пачĕ ывăлăм", В.Левукован "Ĕмĕр пĕрле пуласчĕ" тата ытти авторсен кĕнекисемпе паллашрĕç.

Конкурса пирĕн ентеш Юрий Исаев та хутшăнать. Унăн "Çĕнĕ касăн шухă ачисем" кĕнекине кĕртнĕ. Калавĕсем туслăх, ырă усала хирĕç тăни, çут çанталăка сиен кỹмелле марри, аслисене хисеплемелли çинчен калаççĕ. Пĕрремĕш пайне кĕнĕ вĕсем. Ỹсĕм çулĕсенче чăн пулнăскерсене кун çути кăтартнă. Вĕсен паттăрĕсем ĕçпе туслăхра пурнăç тĕшшине туяççĕ, чун-чĕрепе çирĕпленеççĕ, çитĕнеççĕ.

Иккĕмĕш пайĕ - асаилỹ очеркĕсем. Вĕсем автобиографи манерлĕ. Тĕп сăнарĕсем вара ял-йыш, юлташĕсем тата автор асĕнче йĕр хăварнă çынсем, ачалăхпа та, ỹсĕм çулĕпе те çыхăннăскерсем. Вĕсем вулакана иртнĕ вăхăта аса илтереççĕ, хамăрпа юнашар пурăнакан çынсене куç умне кăлараççĕ.

Вулакансем чăваш писателĕсемпе поэчĕсен кĕнекисемпе кăмăлтан паллашрĕç, хăйсен шухăшĕсене палăртрĕç.

 Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика