Çĕнĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта ял библиотекипе пĕрле Людмила Сачкован икĕ çĕнĕ кĕнекине - "Сиксе юхать хула çырми" тата "Иртнĕ кунсен куççулĕ" - пахаланă.
Чăваш писателĕ-прозаикĕ, публицисчĕ, Раççей Федерацийĕн Писательсен канашĕн членĕ Людмила Сачкова çак ялта çуралса ỹснĕ. Тĕл пулура вăл кĕнекесене мĕнле çырнине каласа панă автор. Вĕсемпе вунă çула яхăн ĕçленине палăртнă. Ксенофонт Лекарев тĕпчевçĕ, историксен наука материалĕсемпе, аслă çулхи çынсен аса илĕвĕсемпе анлăн усă курнине çирĕплетнĕ.
Людмила Николаевна хаклава хутшăннисен ыйтăвĕсене хуравланă. Шкулти театр студийĕн çамрăк артисчĕсем (ертỹçи Лариса Казакова) чăваш йăли-йĕркипе çыхăннă инсценировка кăтартнă. Çитĕнекен ăру ентешпе хăпартланнине, унăн çитĕнĕвĕпе савăннине палăртнă.
Хамăр корр.
Декабрь 2024 |