Кивĕ Катекре 1895-2002 çулсенче шкул пулнă вырăнта Асăну хăми уçрĕç. Халĕ вăл вĕренỹ учрежденийĕ ял тата муниципалитет округĕн тỹпине тивĕçлĕ тỹпе хывнине аса илтерет.
Асăну хăмине уçассишĕн кунтан пĕлỹ илсе тухнă харсăр выпускниксемпе ял хастарĕсем тăрăшнă. Хисеплĕ хăнасен йышĕнче муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ, администрацин финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, Çĕнĕ Ахпỹрт территори пайĕн начальникĕ Станислав Никитин, вĕрентекенсем тата шкул выпускникĕсем пулнă.
Мероприяти ял клубĕнче лартнă концертпа малалла тăсăлнă.
Марина НИКИТИНА
Ноябрь 2024 |