Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионта Тикеш ялĕнче çуралса ỹснĕ, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта вĕреннĕ, Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пуçне хунă Александр Миккана асра тытса муниципалитет округĕнчи вĕренỹ учрежденийĕсенче пĕлỹ пухакансем хушшинче футбол турнирĕ иртрĕ.
Саша хăй те спортпа туслă пулнă. Маларах çар ретĕнче тăнă. Мускавра ĕçленĕ. Каярахпа контракт çырса алла хĕç пăшал тытнă. Пĕр çапăçура вара вилмеллипех аманнă. Ялта ун ячĕпе палăк, шкулта Паттăр партти уçнă.
Украинăри ятарлă çар операцинче хăюлăх кăтартнăшăн Александр Миккана вилнĕ хыççăн Паттăрлăх орденĕпе наградăланă.
Унăн çутă сăнарĕ, паттăрлăхĕ нихăçан та манăçмасть. Çакна турнир ирттерни те çирĕплетет. Вăййа 11 команда хутшăнчĕ. Ăмăртăва уçма муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ, администрацин финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, Шупашкар хулин депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, Сашăпа ачаран пĕрле выляса ỹснĕ Эдуард Петров, пиччĕшĕ Игорь Микка, амăшĕ хутшăнчĕç. Пурте Александр Анатольевич хăйĕн тивĕçне çĕршыв умĕнче чыслăн пурнăçланине, унран тĕслĕх илмеллине палăртрĕç. Вăл харсăр, яланах малта пынине çирĕплетрĕç. Эдуард Петров Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатĕнчен Валерий Антоновран салам çитерчĕ.
Мероприятие йĕркелес ĕçре унăн тỹпи те пур.
Çанталăкĕ çумăрлă пулни те ачасен кăмăлне пăсаймарĕ. Командăсем пĕринчен тепри хастар вылярĕç, хапхана мечĕк хыççăн мечĕк тапса кĕртрĕç. Çапах та Первомайски вăтам шкулĕнче вĕренекенсене çитекенни пулмарĕ. Шăнкăртамри 1-мĕш вăтам шкул команди иккĕмĕш, Тутар Сăкăтсем виççĕмĕш вырăна тухрĕç.
Çĕнтерỹçĕсене кубоксемпе, медальсемпе чысларĕç. Чи лайăх вылякансене те номинацисемпе палăртрĕç.
Декабрь 2024 |