4 ушкăн та - малтисен йышĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 09.11.2024, 10:53 Просмотров: 443

Шупашкарти "Волга" физкультурăпа спорт комплексĕн базинче фитнес-аэробикăпа мала тухассишĕн чемпионат, "Атăл ачисем" республика ăмăртăвĕ, "Çамрăк шанăçсем" ача-пăча спорчĕн фестивалĕ иртрĕ.

80 ытла командăран 800 ытла спортсмен явăçрĕ тупăшăва.

Шупашкартан, çавăн пекех Чулхула облаçĕнчен, Йошкар-Ола хулинчен, Етĕрне, Вăрмар, Сĕнтĕрвăрри муниципалитет округĕсенчен вăйлă командăсем пулчĕç пулин те Патăрьелĕнчи "Паттăр" спорт шкулĕнчи фитнес-аэробика уйрăмĕн пĕрремĕш категориллĕ тренерĕ Татьяна Торговцева ертсе пыракан 4 ушкăн та (28 аэробистка) ăмăртусенче пысăк ăсталăх кăтартрĕç.

"Степ-аэробика" дисциплининче 14-16 çулсенчи "Паттăр ачисем" пĕрремĕш, 11-13 çулсенчи "Грация" команда иккĕмĕш, "Огонек" ушкăн тата 8-10 çулсенчи ỹсĕмрисен "Лидер" виççĕмĕш вырăнсенче пулчĕç.

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс.Метрика