Писатель, СССР Писателĕсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Константинович Кушманов (Алеметкин) (06.11.1949) 75 çул каялла Турханта çуралнă.
Н. Кушманов - И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн выпускникĕ. "Коммунизм ялавĕ" (халĕ "Хыпар") хаçатра, Чăваш кĕнеке издательствинче ĕçленĕ, "Калем" издательство директорĕн заместителĕ пулнă.
Литература ĕçĕпе 1970 çулсенче ĕçлеме пикеннĕ. Унăн "Кун-çул ытамĕнче" ( "В объятиях жизни"), "Тăван ен кĕввисем" ("Мелодии родного края"), "Çул пуçламăшĕ" ("Начало пути"), "Кокель", "Уйрăлу" ("Разлука") кĕнекисем кун çути курнă. Юлашки çулсенче тĕн литературине чăвашла куçарас енĕпе тимлет.
("Çулталăк кĕнекинчен")
Декабрь 2024 |