Хĕрарăмсен ĕмĕрĕ вăрăмрах

Категория: Публикации Опубликовано: 15.11.2024, 18:58 Просмотров: 385

ЮХМАПА ПĂЛА тăрăхĕнче кăçалхи вунă уйăхра 422 çын вилнĕ. Çут тĕнчерен ĕмĕрлĕх уйрăлакансенчен ытларахăшĕ- арçынсем. Вĕсен вăтам ĕмĕрĕ - 64 çул. Çемье пуçлăхĕсемпе танлаштарсан хĕрарăмсем вăтамран 80 çул пурăнаççĕ.

Асăннă тапхăрта 173 ача çуралнă. Муниципалитет округĕнче нумай ачаллă çемьесем йышланса пыни кăмăллă. Вунă уйăхра 11 çемьере пиллĕкмĕш пепкине алла илнĕ. Вăл шутра октябрьте икĕ ашшĕпе амăшне çак ятпа саламланă. Улттăмĕш, çиччĕмĕш, тăххăрмĕш хут йыш хушнă çемьесем те пур.

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика