Çăмăл атлетсем çитĕнỹпе таврăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 15.11.2024, 19:00 Просмотров: 341

ÇАК КУНСЕНЧЕ Патăрьелĕнчи "Паттăр" спорт шкулĕн команди Ульяновскинче РСФСР тава тивĕçлĕ тренерне В. Орешкина асра тытса йĕркеленĕ çăмăл атлетсен регионсем хушшинчи ăмăртăвне хутшăннă. Хула манежĕнче йĕркеленĕ спорт мероприятийĕн тĕп тĕллевĕ - "Демографи" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн спортăн тĕрлĕ енне аталантарасси, çынсене сывă пурнăç йĕркине явăçтарасси.

Ăмăртăва Раççейри 12 регионтан спортсменсем хутшăннă. Çивĕч тупăшура Патăрьелсен чысне хỹтĕленĕ Кристина Ивановăпа Максим Чемеров иккĕмĕш, Павел Пятаковпа Ангелина Макарова тăваттăмĕш, Артем Тихонов пиллĕкмĕш вырăнсене йышăннă.

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика