Пĕрлехи вăйпа Çĕнтерỹ пулатех!

Категория: Публикации Опубликовано: 15.11.2024, 19:04 Просмотров: 257

Украинăри ятарлă çар операци пуçланнăранпа неонацистсене хирĕç кĕрешекенсене ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем те май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ. Хальхинче Анат Туçари Леонид Кузнецов фермер хуçалăхĕ ентешсем патне УАЗ автомашина ăсатрĕ. Çавăн пекех Анат Туçара тата Тутар Тимешĕнче пурăнакансем, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта ĕçлекенсемпе ачасем маскировка сечĕсем, ăшă япаласем тата ытти те парса ячĕç. Патăрьелĕнчи "Юмах" ача садне çỹрекенсем салтаксем патне çырусем çырнă, çавăн пекех инкекрен хỹтĕлекен пуканесем хатĕрленĕ.

- Ятарлă çар операцине хутшăнакансемшĕн гуманитари пулăшăвĕ питĕ паха. Унти япаласем пирĕн пата кил ăшшине илсе çитереççĕ. Халăх тĕрев пани тăшмана хăвăртрах çĕнтерме хавхалантарать, - терĕ Тутар Тимешĕнче çуралса ỹснĕ ятарлă çар операцин участникĕ, мотострелоксен 1251 полкĕн командирĕн пĕрремĕш заместителĕ - штаб начальникĕ Руслан Валиуллин подполковник муниципалитет пуçлăхне Рудольф Селиванова çар операцине хутшăнакансене тимлĕх уйăрнăшăн ăшшăн тав туса.

Рудольф Васильевич сăмах илнĕ май вăй пĕрлĕхре пулнине, аллине пăшал тытнисемшĕн тыл пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕ, Леонид Кузнецов урлă ентешсем валли Патăрьел округĕн ялавне парса ячĕ, такăр çул сунчĕ.

Редакцирен: материала пичете хатĕрленĕ хушăра Леонид Кузнецов (ỹкерчĕкре, сылтăмран иккĕмĕшĕ) ертсе пынă волонтерсен ушкăнĕ Запорожье тăрăхĕнчи салтаксем патне çитсе халăх пухса панă япаласене, кучченеçсене тата Рефкат Шамсутдинов патне УАЗ автомашинăна çитернине пĕлтерчĕç, сăн ỹкерчĕк ярса пачĕç, пĕрлех тивĕçлĕ пулăшушăн тав тунине палăртрĕç.

Ольга БЕЛЬДЕКОВА

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика