Хĕле кĕтсе илме хатĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 15.11.2024, 19:06 Просмотров: 361

Патăрьел муниципалитет округĕнче хĕллехи вăхăтра çул-йĕре юртан тасатса тăракан техникăна тĕрĕсленĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çак тĕллевпе ятарлă 22 трактор-машина хатĕр. Ытти чухнехи пекех кăçал та çулсене тасатса тăрас тĕллевпе виçĕ подряд организацийĕ ĕçлет: И. Рубцова, Л. Манзуркина индивидуаллă предпринимательсем тата Р. Санзяпов индивидуаллă предпринимательпе фермер хуçалăхĕ. Тĕрĕслеве тăратнă техника пурте юсавлă, ĕçе тухма хатĕр.

Шел пулин те мĕн пур подряд организацийĕ тĕрĕслеве яваплăх туйса хутшăнман. Çул-йĕр служби водительсене руль умĕнче тимлĕ пулма ыйтать. Çул çинчи пăтăрмах чылай чухне водительтен хăйĕнчен те килнине манмалла мар.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика