Экскурсие - ушкăнпа

Категория: Публикации Опубликовано: 15.11.2024, 19:16 Просмотров: 246

"Тăван ен тăрăх" вĕрентỹ проекчĕпе килĕшỹллĕн Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн кĕçĕн класĕнче вĕренекенсем хамăр пурăнакан вырăна пĕлес, унти çут çанталăкпа паллашас, культурипе интересленес тĕллевпе экскурсие тухрĕç. Малтанах Анат Туçари Валерий Кузнецов хресчен фермер хуçалăхне çитрĕç. Республикăра çĕрулминчен "Чебо" чипсы кăларассине пĕрремĕш хута янă цехра пулчĕç. Вĕсене килĕшекен çимĕçе мĕнле хатĕрлени питех те интереслентерчĕ ачасене. Пахча çимĕç упракан хранилище те тĕлĕнтерчĕ. Унта хĕл каçма купăста хураççĕ иккен. Хуçалăх тĕрлĕ ял хуçалăх техникипе пуян.

 Унтан Тутар Тимешĕнчи сăвăрсен заповедникне çул тытрĕç. Чăваш Енре Экологи культурин тата çут çанталăк пуянлăхĕпе тирпейлĕ усă курмалли çулталăк пынă май çитĕнекен ăрăва Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экологĕ, "Присурский" заповедникăн аслă наука сотрудникĕ Миназым Рахматуллин кĕтсе илчĕ. Çак лаптăкра пурăнакан чĕр чунсем пирки нумай çĕннине пĕлчĕç. Сăвăрсен сукмакĕпе утса курчĕç. Тăван енте ỹсекен ỹсен тăранпа интересленчĕç.

Уçă сывлăшри вĕри чей те техĕмлĕ пулчĕ. Ачасем кунта çуркунне тата килме кăмăл турĕç. Ушкăнпа çула тухни туслăха та çирĕплетет.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика