Çемье никĕсĕ вăл - ача çуралнинче, юрату, шанăç, пархатарлă, шанчăклă тĕрев пулнинче. Демографи лару-тăрăвне укçа парса пулăшнипе, социаллă тỹлевсемпе, тĕрлĕ çăмăллăхпа, уйрăм программăсемпе çеç лайăхлатма çук.
Иртнĕ çул вĕçĕнче çулсерен иртекен Мускав епархин пухăвĕнче Мускавпа Пĕтĕм Раççей Патриархĕ Кирилл ачасене çураличченех амăшĕсем аборт туса вĕлерни кирек мĕнле пулсан та киревсĕр, юрăхсăр, чи пысăк çылăх пулнине палăртнăччĕ.
Пирĕн Тăрăн ялĕнче 2023 çулта 10 çын вилнĕ, пĕр ача та çуралман. Кăçал каллех 9 уйăхра çиччĕн пурнăçран уйрăлнă, йыш хутшăнман.
Муниципалитет округĕпе илес пулсан 2024 çулхи 9 уйăхра 377 çын вилнĕ, 155 хĕрачапа арçын ача çут тĕнчене килнĕ. Ĕлĕкрех чăваш ялĕсенче аборт тăвакан пулман. Тăлăха юлсан та вĕсене тăванĕсем хăйсен хỹттине илнĕ, е кỹршисем тăван ачисем пекех пăхса ỹстернĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине пирĕн ялтан 205 çын кайнă. Вĕсенчен 110-шĕ тăван киле таврăнайман.
Мĕнле пулсан та тăнăç пурнăç сыхланса юлтăр çĕр çинче. Çамрăксем - пирĕн пуласлăх. Çемье çулталăкĕнче те йыш хутшăнсах тăтăр.
Василий ПЕТРОВ
Декабрь 2024 |