Тавралăха тирпейлер

Категория: Публикации Опубликовано: 23.11.2024, 13:04 Просмотров: 145

Кĕр кунĕсем иртсе пыраççĕ. Тавралăх шурă пуставпа витĕнесси те инçе мар. Çулсеренех хĕл кунĕсем çитсе юр çуса лартиччен территори пайĕсенчи ялсенче тавралăха тирпей-илем кĕртес, çỹп-çапа, сапаланса выртакан ăпăр-тапăра, çул хĕрринчи хыт хурана тасатас тĕллевпе субботниксем йĕркелеççĕ.

Чăваш Республикинчи Экологи тата çут çанталăк пурлăхĕпе тирпейлĕ усă курмалли çулталăкра Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ялсенче те халăхпа пĕрле курăмлă тата усăллă ĕçсем туса ирттерчĕç. Ку тĕлĕшпе Туçа территори пайне кĕрекен Анат Туçари масар çинче вуншар çул ỹссе ашкăрса кайнă, хăрма та ĕлкĕрнĕ йывăçсене касса тирпейлерĕç. Нумай пулмасть çеç çак территори пайĕнчи Тури Туçари масар умĕнче те Геннадий Салмин староста ертсе пынипе тирпей-илем субботникĕ йĕркелерĕç. Маларах территори пайĕн хастарĕсемпе çут çанталăк тусĕсем, культура ĕçченĕсем, вĕсемпе пĕрлех Пăлапуç Пашьел, Турхан, Шăмăршă вăрман лесничествисем вăйсене пĕрлештерсе Тутар Тимешĕнче тавралăха илем кĕртес тĕллевпе тăватă пине яхăн тĕрлĕ йывăç лартса хăварчĕç.

Çĕньял территори пайĕнче пурăнакансем кĕркуннехи субботника хутшăнса автомобиль çул хĕррисене пĕрлехи вăйпа темиçе кун тасатрĕç. Сăкăт, Тăрăн, Алманчă тата ытти хăш-пĕр территори пайĕсенче те кĕркуннехи субботниксенче çынсем пысăк хастарлăх кăтартрĕç. Çапах та тавралăха шурă юр çуса лартиччен ялсенче, организаци-предприяти таврашĕсенче, Патăрьелĕнчи патшалăх çурчĕсен умĕсенче тирпейлемеллисем те пур-ха. Юлнă ĕç çине юр ан çутăр тесен çак ĕçсене паян-ыранах пурнăçламалла.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика