Тимлĕхре - пĕлтерĕшлĕ ыйтусем

Категория: Публикации Опубликовано: 23.11.2024, 13:06 Просмотров: 149

Ноябрĕн 20-мĕшĕнче республикăра, çавăн пекех Патăрьел муниципалитет округĕнче те иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕн темисем паянхи çивĕч ыйтусемпе çыхăнчĕç: пуçару бюджечĕн проекчĕсене пурнăçа кĕртни, Чăваш Республикинчи пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене патшалăх паракан пулăшу, Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спортăн ГТО нормативĕсене Чăваш Республикинче еплерех пурнăçласа пыни, çывхарса килекен Çĕнĕ çула хатĕрленсе çурт умĕсемпе урамсене капăрлатасси.

Мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-строительство, çул-йĕр хуçалăхĕн тата хăтлăх управленийĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов, Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов, округ администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисем, территори пайĕсен начальникĕсем хутшăнчĕç.

Информаци кунĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем хамăр тавралăха, кил-çурта тирпей те хăтлăх кỹрес, йывăçсем, çеçкесем лартса капăрлатас тĕллевпе йĕркеленĕ конкурс çĕнтерỹçисене чысланинчен пуçланчĕ. Сумлă лару-тăрура "Чи лайăх хушма хуçалăх" ята тивĕçнĕ Тутар Сăкăтĕнчи Кадировсене (иккĕмĕш вырăнта Шăхачри Тетинсем, виççĕмĕшĕнче Тури Чакăри Тарасовсем), "Чи хăтлă ял" ята çĕнсе илнĕ Алманчă ялне, "Чи лайăх организаци территорийĕ" хисепе тивĕçнĕ Треньелĕнчи ача садне, "Чи лайăх культурăпа кану паркĕ" пулма тивĕçнĕ Пăлапуç Пашьел территори пайне саламларĕç. Патăрьелĕнчи Киров урамĕнчи 28 çуртра пурăнакансенчен те ыттисен тĕслĕх илме сăлтавĕ пур. Пĕрлехи вăйпа тирпей-илем туса вĕсем те конкурс çĕнтерỹçи пулнине палăртрĕç.

Чăваш Республикинче 2017 çултанпа пурнăçа кĕрсе пыракан пуçару бюджечĕн программин тĕп тĕллевĕ - ял халăхĕн пурнăçне хăтлăлататсси. Ку тĕлĕшпе Патăрьел муниципалитет округĕнче те ырă ĕçсем сахал мар пурнăçланса пыраççĕ. Çĕнĕ программа старт илнĕренпе Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 162 проекта (255 миллион тенкĕ ытлалăх) пурнăçа кĕртнĕ. 2023 çулта çеç патшалăх субсидиленипе, халăх хастарлăхĕпе ялсенче 21 объект хута янă. Çак программа çулсеренех анлăланса пынине, юлашки виçĕ çулта пурнăçлакан ĕçсем виçĕ хут ỹснине палăртрĕ хăйĕн сăмахĕнче муниципалитет округĕн пĕрремĕш çумĕ Равиль Ямалетдинов. Кăçал 31 объект пурнăçа кĕрет, 2025 çулта вара пуçару бюджечĕн программипе 44 проектпа халăх пурнăçне хăтлăлатма палăртнă. Хăйĕн сăмахĕнче Равиль Фарахутдинович 2025 çултан пуçару бюджечĕн программипе ĕçлемелли çĕнĕлĕхсем, патшалăх порталĕ урлă пулса пыракан сасăлав пĕлтерĕшĕ, территори пайĕсен халăха çĕнĕлĕхпе паллаштарасси тата ытти ыйтăва та çивĕчлетрĕ

2019 çултанпа ГТО комплексĕ "Спорт - пурнăç норми" федераци проекчĕн шутне кĕрет. Ахальтен мар ĕнтĕ 2025 çултан Раççейре ГТО комплексĕн нормативĕсене ăнăçлă тултаракансене налук çăмăллăхĕсем (налоговый вычет) те параççĕ. Ку тĕлĕшпе пирĕн округра начар мар ĕçлеççĕ пулин те, кăтартусене лайăхлатас тĕллевпе чылай тимлемеллине палăртрĕ "Паттăр" спорт шкул директорĕ Анатолий Афанасьев ГТО нормисене мĕнле тултарса пынипе паллаштарнă май. Нăрваш Шăхалĕнчи, Первомайскинчи, Турханти, Пăлапуç Пашьелĕнчи, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш (çак кунхине те ФСКра ГТО нормативĕсене паратчĕç) тата Феизов ячĕллĕ Шăнкăртамри вăтам шкулсенче, Пăлапуç Пашьел, Ыхра Çырми, Сăкăт, Тутар Сăкăт территори пайĕсенче, Патăрьелĕнчи тĕп больница, муниципалитет округĕн администрацийĕнче, 26-мĕш пушар чаçĕн коллективĕсенче ГТО нормативĕсене тултарас тĕллевпе хастар ĕçленине палăртрĕ Анатолий Семенович.

Информаци кунĕн программипе килĕшỹллĕн администрацин экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн начальникĕн çумĕ Андрей Воробьев муниципалитет округĕнче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх мĕнле аталанса пынипе, вĕсем патшалăх çăмăллăхĕпе еплерех усă курнипе паллаштарчĕ.

- Патăрьел муниципалитет округĕ пуçару бюджечĕн программипе ялсене хăтлăлатас, патшалăх программисене пурнăçа кĕртес, бизнеса çул уçса пырас, бюджета пуянлатас, халăх сывлăхне çирĕплетес, сывă пурнăç йĕркине пăхăнас, çав вăхăтрах ГТО нормативĕсене те пурнăçлас тата ыттипе те начар мар ĕçлесе пырать. Хăш-пĕр ыйтупа ытларах тимлемелли те çук мар. Пĕрлехи вăй, ăнланулăх, кирек мĕнле йывăрлăха та çĕнтерме пулăшĕ,- терĕ Эмир Бедертдинов Пĕрлехи информаци кунне пĕтĕмлетнĕ май.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика