Поэзийĕ вилĕмсĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 23.11.2024, 13:07 Просмотров: 148

Чăваш литературин классикĕ, ỹнерçĕ, поэт, драматург, проза ăсти, куçаруçă Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитрĕ. Ытла та халăхсен малашлăх пурнăçне курма пултарнă вĕт-ха вăл. Унăн ĕçĕсем анлă тавракурăмлă, поэзийĕ вилĕмсĕр.

Шăхач ял библиотекинче Аслă Чементи вăтам шкулăн аслă класĕнче вĕренекенĕсемпе "Манра мильон çыннăн чĕри тапать" литература каçĕ ирттернĕ. Светлана Убаськина библиотекарь ачасене поэтăн çăмăл мар пурнăçĕпе, литературăри пултарулăхĕпе паллаштарнă

Çеçпĕл Мишши сăввисене тĕнчере 55 чĕлхепе вулаççĕ. Вăл кĕске хушăрах чăваш литературин ылтăн фондне кĕме паха произведенисем çырма пултарнă. Вĕренекенсем "Иртнĕ самана", "Çĕнĕ кун аки", "Чăваш ачине", "Атăл юрри", "Чăваш чĕлхи", "Тинĕсе", "Век минувший" тата ытти сăввисене вуланă. Вĕсенче автор пултарулăхĕ уççăн палăрнă.

Çеçпĕл сăввисем паянхи кун та çамрăксене, литературăпа искусство ĕçченĕсене тăван çĕршывшăн хавхаланса ĕçлеме, пурăнма вĕрентеççĕ.

Надежда КОШЕЛЕВА

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика