Йĕркене пăхăнни лару-тăрăва та çăмăллатать

Категория: Публикации Опубликовано: 23.11.2024, 13:08 Просмотров: 147

Патăрьел муниципалитет округĕнче çулсерен çеç мар, уйăхсерен автомашинăсен, ытти тĕрлĕрен техника шучĕ хушăнсах пырать. Çакă, паллах, чăн малтанах çул çинчи куçăма кăткăслатать. Акă мĕн пĕлтерчĕ "Авангард" хаçат редакцине çул-йĕр çинчи аварисем, ГИБДД сотрудникĕсен ĕçĕ пирки РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕнчи ГИБДД пайĕн начальникĕ, полици майорĕ Марат Юнусов (сăн ỹкерчĕкре):

 - Çул-йĕр хăрушсăрлăх патшалăх инспекторĕсен тĕп тĕллевĕ - çул-йĕр юхăмне хутшăнакансен пурнăçĕпе сывлăхне тата пурлăхне сыхласа хăварасси, вĕсен саккунлă прависемпе интересĕсене, çавăн пекех обществăпа патшалăх интересĕсене хỹтĕлесси, транспорт хатĕрĕпе çỹреме хăрушсăрлăх условийĕпе тивĕçтересси. Çав вăхăтрах çула тухакансем преступленисемпе административлă право йĕркине пăсассинчен асăрхаттарасси те вĕсен тĕп тĕллевĕсен шутнех кĕрет.

Патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн службин ĕçĕнче водительсемпе çуран çỹрекенсем йĕркене пăхăнни, çул-йĕр культурине ỹстерни пĕлтерĕшлĕ çеç мар, пĕтĕмĕшле лару-тăрăва та çăмăлатать. Паллах, пирĕн сотрудниксен яваплăхĕ, профессилле ăсталăхĕ, тỹрĕчунлăхĕ те ĕç пахалăхне ỹстерме, кăтартăва лайăхлатма пулăшаççĕ.

Акă, кăçалхи вунă уйăх пĕтĕмлетĕвĕ начар мар, пире малалла та хавхаланса ĕçлеме хистет. Асăннă тапхăрта Патăрьел муниципалитет округĕн территорийĕнчи çул-йĕр çинче 15 авари пулнă. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта 32 аварие шута илнĕ. Тĕрлĕрен сăлтавпа пулакан инкексен шучĕ 53 процент чакнă. Вĕсенче вилекенсем пулман (пĕлтĕр 2 пулнă), 29-шĕ аманнă (пĕлтĕр 44 çын аманнă).

Аварисен ытти сăлтавĕсемпе те кăтартусем лайăхланнине палăртса хăварасшăн. Ỹсĕр çынсем çул-йĕр правилине пăснипе 3 (2023 çулта -11), çуран пыракан çине кĕрсе кайнипе 4 (6), çуран пыракансем çул-йĕр правилине пăснипе 1 (3), ачасем хутшăннипе 6 (7), хирĕç килекен çул çине автомашине сиксе тухнипе 3 (7) тĕслĕх пулнă. Çул урлă каçма палăртнă вырăнта йĕркене пăсакансем çеç ытларах пулнă: çул-йĕр инспекторĕсем кăçалхи 10 уйăхра икĕ, пĕлтĕрхи çак вăхăтра пĕр тĕслĕхе шута илнĕ.

Ытти тĕрлĕ сăлтавпа - икĕ çулчченхи стажлă водительсем авари тунине, çул-йĕр пахалăхĕ тивĕçтерменнипе, водительсем авари тунă вырăнтан тарнипе çыхăннă тĕслĕхсенче те вунă уйăх кăтартăвĕсем иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан лайăхланнă. Çакă, паллах, савăнтарать, çапах та хамăрăн ĕçри яваплăха, дисциплинăна, йĕркелĕхе хавшатмалли сăлтав пулмалла мар.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика