Ачасене - право пулăшăвĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 29.11.2024, 17:01 Просмотров: 55

ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ ачасен пултарулăх шкулĕнчи "Манăн территори" çамрăксен центрĕнче тĕрлĕ темăпа тĕл пулу йĕркелеççĕ. Хальхинче ачасене право пулăшăвĕ парас тĕллевпе Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн тĕп специалист-эксперчĕ, çул çитмен ачасен прависене хỹтĕлес тĕлĕшпе тимлекен комиссин секретарĕ Лариса Комиссарова, полицин çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекторĕ Венера Камалетдинова, муниципалитет округĕнчи халăха социаллă пулăшу паракан центрти çемьесемпе тата ачасемпе ĕçлекен уйрăм заведующийĕ Ирина Чиркина Патăрьелĕнчи агротехникум студенчĕсемпе тĕл пулу йĕркеленĕ. Йĕрке хуралĕн сорудникĕсем çамрăксене административлă тата уголовлă кодексăн çул çитмен ачасене пырса тивекен статйисемпе паллаштарнă, саккуна çамрăкран пăхăнмалли пирки калаçăва çивĕчлетнĕ, çамрăксен ыйтăвĕсене хуравланă.

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика