Юратнă ĕçе - чăваш тĕрриллĕ тумпа

Категория: Публикации Опубликовано: 29.11.2024, 17:01 Просмотров: 18

 ТĔРĔ-ÇĔВĔ вăл искусство çеç мар, халăхăн культура еткерлĕхне ламран-лама куçарса пыма май паракан пархатарлă ĕç те. Ноябрĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикинче пурăнакансем пиллĕкмĕш хут Чăваш тĕррин кунне паллă турĕç. Тăван халăхăмăрăн культурипе йăли-йĕркине малалла аталанма, пултаруллă алă ăстисене уйрăммăн палăртма пулăшакан уяв çулсеренех вăй илсе, анлăланса пыни кăмăллă. Ырă акцие Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем те пысăк хастарлăхпа хутшăннине палăртмалла. Çак кунхине чылайăшĕ ĕçе те чăваш тĕрриллĕ тумпа е эреш çакса кайнă. Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн ĕçченĕсем, учительсемпе воспитательсем, вулавăш ĕçченĕсем тата ыттисем те наци уявне хисеплесе кунĕпех ĕçре тĕрĕллĕ тумтирпе пулнă. Тĕрĕссипе вара чăвашлăх туйăмĕ пысăк хастарсем тăтăшах çапла çỹрекенсем те пур. Вăл тата пысăкрах мăнаçлăх!

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика