Пиротехника хатĕрĕ Çĕнĕ çулхи кăмăла ан пăстăр

Категория: Публикации Опубликовано: 29.11.2024, 17:02 Просмотров: 61

СИМĔС ÇĔЛЕН çулталăкĕ çитиччен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Ачасемпе шăпăрлансем Хĕл Мучипе Юрпикене кĕтсе ача-пăча учрежденийĕсенчи пỹлĕмсене капăрлатма та пикеннĕ. Çĕнĕ çул уявĕ пуриншĕн те пысăк савăнăç. Ватти-вĕтти унăн асамлăхне шанать, çĕршывра та ытларах ырă улшăну пуласса кĕтет. Хальхи вăхăтра пасарта, магазинсенче те уява илем кỹрекен пиротехника хатĕрĕсене те сутма пикеннĕ. Çакна та асăрхаттарса хăварасшăн. Сирпĕтекен, шаплатакан хатĕрсене сутма ирĕк (лицензи) пур сутуçăсенчен çеç туянмалла, вĕсен çумĕнче мĕнле усă курмалли инструкци те пулмалла. Уяв пуриншĕн те кăмăллă ирттĕр тесен ашшĕ-амăшĕн çул çитмен ачисем хăйсем тĕллĕн çав хатĕрсене пĕлмесĕр туянасран та асăрханмалла.

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика