"Вут-кăвартан асăрханни пурнăçпа пурлăха сыхлама пулăшĕ"

Категория: Публикации Опубликовано: 29.11.2024, 17:02 Просмотров: 65

Çакăн пек пĕтĕмлетỹ турĕç Патăрьел муниципалитет округĕнчи чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирес, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе тимлекен комиссин черетлĕ ларăвĕнче. Ăна унăн председателĕ, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пычĕ.

Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа - Патăрьел муниципалитет округĕнчи пушарпа çыхăнннă лару-тăрăва стабилизацилемелли мерăсемпе тата Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ирĕклĕ пушар командисем

2024-2025 çулхи хĕллехи тапхăрта ĕçлеме мĕнле хатĕрленни çинчен - Патăрьел муниципалитет округĕнчи пушар надзорĕн тата профилактика ĕçĕсен пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Димитрий Платонов тухса калаçрĕ. 2024 çулта ку таранччен Патăрьел муниципалитет территорийĕнче 54 пушара шута илнĕ, вĕсенче 20758150 тенкĕлĕх пурлăх çунса юрăхсăра тухнă. Вут-кăварпа пулакан инкексен шучĕ иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 13: ỹснĕ.

 Пушарсенче пĕлтĕр те, кăçал та икшер çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 48 çурт-йĕрпе хуралтă çунса юрăхсăра тухнă. Пушарсен кăтартăвне ỹсме май панă тĕп сăлтавсем - кăмакапа усă курнă чухне хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманни (кăçал 12, пĕлтĕр - 3), автомашинăсенчи узелсемпе механизмсен юсавсăрлăхĕ (6-2), ют пурлăха тивертсе яни (2-1). Ноябрь уйăхĕнче çеç Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 4 пушар пулнă.

Çавăн пекех ларура кăçалхи хĕллехи тапхăрта ирĕклĕ пушар командисем ĕçлеме хатĕр пулни пирки Пăлапуç Пашьел, Ишлĕ, Пикшик, Кзыл Чишма, Çĕнĕ Ахпỹрт, Нăрваш Шăхаль, Первомайски, Сăкăт, Тутар Сăкăт территори пайĕсен начальникĕсем отчетсем туса пачĕç.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика