Иртнĕ эрне вĕçĕнче (ноябрĕн 22-мĕшĕнче каçкỹлĕм) Патăрьелĕнче хуçаланнă вăйлă çил Мир урамĕнчи нумай хваттерлĕ 22-мĕш çурт тăррине сỹсе ывăтма пикеннĕ. Вăл хальхи вăхăтра нимĕнле управляющи компанине те пăхăнса тăманран, кунта пурăнакансем пăтăрмах пирки тỹрех территори пайĕн пуçлăхĕ Николай Андреев патне шăнкăравланă. Николай Юрьевич тепĕр кунхине ирпе-ирех лару-тăрăва тĕпчеме, вĕсене май пур таран пулăшма тесе вырăна çитнĕ, кунта пурăнакансемпе виçĕ хутлă çурт тăррине хăпарса шăвăçа пĕрлехи вăйпа çапса хума, тирпейлеме сĕннĕ. Çапах та ял пуçлăхĕн шухăшне кар тăрса ырлакан тупăнман. Пĕрин пĕр çĕре, теприн урăх вырăна васкамалли тупăннă... Çав вăхăтрах хăйсем пурăнакан çурт тăррине лăпланман çил пĕтĕмпех сỹсе ывăтма пултарнине те шута хуман. "Васкавлă пулăшупа" чĕнсе илнĕ территори пайĕн пуçлăхĕ пĕчченех шăвăçа вăхăтлăха та пулин шал енчен тыттарса хума шутланă..
. Умра - шартлама сивĕ хĕл. Вăл юрлă та, çил-тăманлă та пуласси куç кĕретех. Хальхи вăхăтра нумай хваттерлĕ патшалăх çуртĕнче пурăнакан хăш-пĕр çынсем çурт-йĕре пăхса тăракан компани управляющийĕ кирлĕ мар, хамăрах пăтăрмахсене парăнтаратпăр текенсем те пур. Пуçа килсен пушмак тенĕ пек, инкек-синкек çаврăнса тухсан вара пĕри те тепри унран тарни тĕлĕнтерет. Çавăнпа та Патăрьелĕнче пурăнакансене çурт-йĕре пăхса тăракан кирлех. Вăл мĕн ятлă пулать, кам яваплă - пурпĕрех. Вĕсен ăна хăйсем суйласа илмелле. Акă мĕн пĕлтерчĕ кун пирки Патăрьел территори пайĕн начальникĕ Николай Андреев:
- Нумай хваттерлĕ патшалăх çуртĕнче пурăнакансен çурт-йĕре пăхса тăракана, уншăн яваплă управляющие хăйсен суйласа илмелле. РФ Çурт-йĕр Кодексĕн 161 статйин 2-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн вĕсем çакна виçĕ меслетпе тума пултараççĕ: хваттерсен шучĕ 30-тан ытларах пулсан патшалăх çуртĕнче пурăнакансен харпăрлăх хуçисене тỹрремĕнех тытса тăни (непосредственное управление собственниками помещений в многоквартирном доме, количество в котором составляет не более чем 30); пурăнмалли çурт-йĕр хуçисен юлташлăхĕпе е пурăнмалли çурт-йĕр кооперативĕпе е ытти специализациленĕ потребитель кооперативĕпе управленийĕ туни (управление товариществом собственников жилья либо жилищным кооперативом или иным специализированным потребительским кооперативом); организацин управляющийĕн управленийĕ (управление управляющей организацией).
Альбина ЕГОРОВА
Декабрь 2024 |