Раççей çар историйĕн паллă кунĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 01.12.2024, 19:32 Просмотров: 500

 Декабрĕн 1-мĕшĕ. Çак кун 1853 çулта Нахимов ертсе пыракан вырăс эскадри Хура тинĕсри Синоп сăмсахĕ патĕнче турккăсен флотне çапса аркатнă.

 Декабрĕн 3-мĕшĕ. Çак кун 1966 çулта, нимĕç фашисчĕсене Мускав патĕнче çапса аркатнăранпа 25 çул çитнĕ май, Ленинград шоссин 41-мĕш километрĕнче пытарнă паллă мар салтакăн виллине Кремль стени патне илсе кайса пытарнă. 1967 çулхи майăн 8-мĕшĕнче Ĕмĕрхи çулăм (Вечный огонь) çутнă.

Декабрĕн 5-мĕшĕ. Çак кун 1941 çулта Хĕрлĕ çар Мускав патĕнче нимĕç фашисчĕсене хирĕç контрнаступлени пуçланă. Çак наступлени вăхăтĕнче тăшман пысăк çухату тỹснĕ,хĕç-пăшалпа çар техникине пăрахса хăварсах тарнă.

Декабрĕн 9-мĕшĕ. Çак кун 1769 çулта II Кĕтерне патша Çветтуй Георгий орденне çирĕплетни çинчен пĕлтернĕ. Георгий Победоносец кунĕнче эпир Совет Союзĕн тата Раççей Геройĕсене, Мухтав орденĕсемпе Çветтуй Георгий орденĕн кавалерĕсене чыслатпăр.

Декабрĕн 10-мĕшĕ. Çак кун 1877 çулта вырăс çарĕсем Болгарири Плевна крепоçне штурмпа илнĕ. Вырăс-турккă вăрçин шăпине татса панă çапăçура пирĕн çарсем 192 çын, турккăсем 6000 çын çухатнă, 44000 турккă салтакне тыткăна илнĕ.

 Декабрĕн 17-мĕшĕ. Çак кун 1788 çулта Потемкин княç ертсе пынипе вырăс çарĕсем Турцин Хура тинĕс хĕрринче вырнаçнă Очаков крепоçне парăнтарнă.

 Декабрĕн 23-мĕшĕ. Çак кун 1914 çулта II Николай патша указĕпе пĕрремĕш самолетсен "Илья Муромец" эскадрине туса хунă. Раççейри Инçет авиаци кунĕ. Декабрĕн 24-мĕшĕ. Çак кун 1790 çулта Суворов ертсе пынипе вырăс çарĕсем турккăсен Измаил крепоçне парăнтарнă.

Архив материалов

Январь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика