ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче Çĕнĕ çул умĕнхи уйăхра çемье çавăрни 50 çул çитнине паллă тăвакансем йышлăн. Раштавра хисеплĕ 11 çемьене Патăрьел муниципалитет округĕн, территори пайĕн администрацийĕсем, çывăх тăванĕсем ылтăн туй ячĕпе саламлĕç. Анат Туçари Владимирпа Зинаида Кузнецовсем, Кĕçĕн Шăнкăртамри Фиркатьпа Гульнар Мулюковсем, Альфикпа Зульфия Абитовсем, Вăтаелĕнчи Иванпа Зоя Шайкинсем, Шăнкăртамри Шагзатпа Гельнас Пазюковсем, Тутар Тимешĕнчи Ильшадпа Сария Якушевсем, Хирти Пикшикри Рахимуллапа Эльфия Вахитовсем, Патăрьелĕнчи Василийпе Галина Поповсем, Тутар Сăкăтĕнчи Наилпе Назия Шарафутдиновсем, Упамсари Николайпа Лидия Пятаковсем, Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи Аркадийпе Галина Тазуровсем çур ĕмĕр пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ.
Кĕçĕн Чементи Василийпе Мария Моисеевсем, Тутар Сăкăтĕнчи Миназимпа Рушания Салаховсем, Пăлапуç Пашьелĕнчи Леонтийпе Анисия Александровсем, Шăнкăртамри Реиспа Гельшат Сыраевсем, Тутар Сăкăтĕнчи Рифкатпа Равза Козловсем çак уйăхра изумруд туйне паллă тăваççĕ. Вĕсем 55 çул каялла çемье çавăрнă.
Январь 2025 |