ХĔЛ уйăхĕн пуçламăшĕ тепĕр пĕлтерĕшлĕ кунпа та çыхăннă. 1988 çултанпа декабрĕн 1-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери СПИД чирне хирĕç кĕрешмелли кун тесе палăртнă. Çавăнпа та ун чухне тухтăрсем пушшех те çак усал чиртен асăрханмалли пирки калаçăва çивĕчлетеççĕ. Акă мĕн пĕлтерчĕ "Авангард" хаçат редакцине Патăрьелĕнчи тĕп больницăри инфекци уйрăмĕн заведующийĕ Антонина Чернова ВИЧ инфекцийĕпирки:
- Кирек мĕнле чиртен те сипленме мар, унтан асăрханма, сыхланма çăмăлтарах. Тĕнчипе сарăлнă СПИДа та çак меслетпе çеç парăнтарма пулать. Хальхи вăхăтра муниципалитет округĕнче чир инфекцине çаклатнă 64 çын шутра. Кăçал вăй питти икĕ арçын усалтан хăтăлайман, пурнăçран уйрăлнă. ВИЧ инфекцийĕпе чирлĕ амăшĕсенчен ултă ача çуралнă. Телее, вĕсем пурте сывă.
Январь 2025 |