Патăрьелĕнче çеç 15 пушар пулнă

Категория: Публикации Опубликовано: 07.12.2024, 18:33 Просмотров: 387

 ВУТ-КĂВАР инкекĕ çулталăкăн кирек хăш тапхăрĕнче те пысăк тăкакпа, çухатупа та çыхăнма пултарать. Хĕле хирĕç е шартлама сивĕре вăл тата ытларах хăратать. Çулталăк пуçланнăранпа Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 56 пушара (иртнĕ çулхи çак вăхăтра 47 пулнă) шута илнĕ. Вăл шутра 15-шĕ Патăрьелĕнче пулнă.

Çак кунсенче çеç округ центрĕнчи Çĕнтерĕве 50 çул ячĕллĕ урамра тăр кăнтăрлах пĕр çурт тăрринче тĕтĕм йăсăрланма пикеннĕ. Пушар электропроводкăран тухнă, 50 тăваткал метра сиенлесе юрăхсăра кăларнă. Пĕр каçхине вара Патăрьелĕнчи тĕп больница çывăхĕнчи хваттерсен çумĕнчи контейнерти çỹп-çап çунма пикеннĕ. Ăна хĕрĕнкĕ арçын çĕрле ăшăнас тесе тивертсе янă-мĕн... Сăмах май каласан, кăçал муниципалитет округĕнче çỹп-çап тăкмалли виççĕмĕш контейнер çунса юрăхсăра тухнă.

Архив материалов

Январь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика