Çул çитмен çамрăксене - тимлĕх

Категория: Публикации Опубликовано: 07.12.2024, 18:34 Просмотров: 395

Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен прависене хỹтĕлес тĕлĕшпе тимлекен комиссин анлă ларăвĕ иртрĕ. Ăна комисси председателĕ, муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ, администрацин финанс пайĕн пуçлăхĕ Светлана Чернова ертсе пычĕ.

Ларура РФ административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексăн тĕрлĕрен статйипе айăпланакан çул çитмен ачасемпе тата пепкисене кирлĕ пек воспитани парса çитереймен ашшĕ-амăшĕ пирки ултă ĕç пăхса тухрĕç, кашнийĕнпех тивĕçлĕ йышăну турĕç.

Комиссин тĕп тĕллевĕ - çул çитмен ачасем преступлени çулĕ çине ан тăччăр, усал ĕçпе ан çыхăнччăр тесе профилактика субъекчĕсемпе пĕрле вĕсене пысăк тимлĕх уйăрасси. Анлă ларура пăхса тухнă ыйтусем те çавăнпах çыхăнчĕç. Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн опекăпа попечительство секторĕн заведующийĕ Татьяна Чылыкова тăлăх, ашшĕ-амăшĕсĕр ỹсекен ачасене çемьесене вырнаçтарас, вĕсене хăйсен яваплăхĕ çине илекенсем право йĕркине пăсасран асăрханас ыйтупа тухса калаçрĕ.

Администрацин культура, туризм тата информаци тивĕçтерĕвĕн пай начальникĕ Наталия Никитина культура учрежденийĕсем çул çитмен ачасене обществăра хăйсене кирлĕ пек тытма хăнăхтарас, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн çул çитмен ачасен ĕçĕпе тимлекен инспектор Венера Камалетдинова çул çитмен ачасем каçхине обществăлла вырăнта ан çỹреччĕр, вĕсене магазинсенче табак изделийĕсем тата спирт тытăмлă продукци ан сутчăр тесе полици сотрудникĕсем йĕркелекен мероприятисем, Патăрьелĕнчи тĕп больницăри врач-педиатр Ольга Ялукова çул çитмен ачасем тулаш сăлтавпа вилесрен пурнăçлакан профилактика ĕçĕсем пирки чарăнса тăчĕç.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Январь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика