Муниципалитет округĕнче "Паттăр" спорт шкулне уçнăранпа 50 çул çитнĕ ятпа савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Çур ĕмĕр юбилейпе муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ, финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕн пĕрремĕш çумĕ Татьяна Рябинина, Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн директорĕ Юрий Исаев, спорт ветеранĕсем тата ытти сумлă хăнасем саламларĕç.
"Патăрьелĕнчи спорт шкулĕ çĕршыв чапне çĕклеме хутшăннă спортсменсене сахал мар хатĕрленĕ. Вĕсен çитĕнĕвĕсен никĕсĕ шăпах çакăнта хурăннă",- палăртрĕ Татьяна Рябинина çак шкултан тата нумай паллă спортсмен çитĕнсе тухтăр тесе ыр сунса.
Чыслав вăхăтĕнче муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Рудольф Селиванов ятĕнчен спорт шкулне хатĕр-хĕтĕр туянма 500 пин тенкĕлĕх сертификат пани сумлă парне пулчĕ. Унта ĕçлекенсемпе тренерсене Хисеп тата Тав хучĕсемпе чысларĕç. Раççей Федерацийĕн спорт министрĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн Илхам Махмутова корэш енĕпе Раççей спорт мастерĕята илнĕ ятпа саламларĕç.
Паян спорт шкулĕнче спортăн 15 енĕпе аталанма май пур. Тренерсем те çак шкултанах вĕренсе тухнă.
Спорт шкулĕ чемпионсене, спорт мастерĕсене çитĕнтернĕ. Выпускниксем муниципалитет округĕн чысне Раççей тата тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче хỹтĕлеççĕ. Кăçал çеç спортсменсем тĕнче шайĕнчи тупăшура 5, Раççейринче 12, республикăринче 116 медаль çĕнсе илнĕ.
Шкул выпускникĕ, маунтинбайк енĕпе çуллахи олимп вăййисен пăхăр призерĕ, икĕ хут тĕнче чемпионки, тĕнче Кубокĕн этапĕсен çĕнтерỹçи Ирина Калентьева тата тĕнче чемпионĕ, тĕнче Кубокĕн виçĕ хутчен çĕнтерỹçи, корэш енĕпе тĕнче класлă спорт мастерĕ, хальхи вăхăтра Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан Ринас Садаров видео-салам янă.
Юбилей "Паттăр" шкул историйĕн çĕнĕ тапхăрĕ пултăрах. Малалла ĕçлеме çĕнĕ майсем çуралччăр, хавхалану пултăр.
Альбина ИВАНОВА
Январь 2025 |