Кивĕ Ахпỹрт шкулĕнче - хăнасем

Категория: Публикации Опубликовано: 07.12.2024, 18:35 Просмотров: 395

Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул 125 çулхи юбилейне паллă турĕ, хăнасене кĕтсе илме алăкĕсене яриех уçрĕ. Уява Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, Туçа территори пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Алена Мальцева хутшăнчĕç.

125 çулта сахал мар шыв-шур юхса иртнĕ, тĕрлĕ улшăну пулнă. Кивĕ сăн ỹкерчĕксенче çакă лайăх сăнланнă. Чылай пулăм истори страницисенче, çынсен асĕнче тăрса юлнă. Мероприятие килнисем çакна шкул архивĕпе паллашнă май пĕлме пултарчĕç.

Пĕлỹ çуртне 1899 çулта уçнă, вăл Николай Салмин пỹртĕнче вырнаçнă. Чи малтанах 14 ача вĕреннĕ. Пĕрремĕш учительница Е. Коновалова пулнă. 1965 çулта пуçламăш шкултан 8 çул вĕренмелли туса хунă. 1977 çулта вĕренỹ учрежденине çĕнĕрен тунă. 2017 çулта тĕпрен юсанă. Паян шкул коллективĕмалашлăха пысăк шанчăкпа пăхать.

Пĕлỹ çурчĕ Пĕтĕм Раççейри "Раççейри чи лайăх 100 организаципе предприяти - 2023" конкурсра "Лайăх вĕрентỹ учрежденийĕ" номинацинче çĕнтернĕ. Çавăн пекех "Çĕршыври чи лайăх 500 вĕрентỹ организацийĕ - 2023" конкурсра "Воспитани ĕçне тата урок хыççăнхи ĕç-хĕле йĕркелесси - 2023" номинацире мала тухнă.

Шкул хăйĕн историйĕнче чылай ачана тарăн пĕлỹ пама тăрăшнă. Вĕсем хушшинче республика, Раççей шайĕнче палăрнă пысăк квалификациллĕ специалистсем чылай.

 Çавăн пекех пултаруллă журналистсем те питĕ нумай: Арсений Тарасов, Владимир Рыбкин, Сергей Рыбкин, Марина Карягина, Михаил Арланов, Валентина Мальцева тата ыттисем те. Уяв юрă-ташăран та пуян пулчĕ.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Январь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика