Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан Андрей Замков ентеш Суворов медальне тивĕçнĕ. Вăл 2022 çултанпа Тăван çĕршыва неонацистсенчен "Атăл" батальонта хỹтĕлет. Унăн патшалăх наградине Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕнче мăшăрне панă, Андрей Алексеевича хăвăртрах çĕнтерỹпе таврăнма суннă.
Çар тивĕçне пурнăçласа пуçне хунă Фирдан Валиахметова, Артем Чашкина, Александр Мылова Паттăрлăх орденне пама йышăннă. Наградăна тăванĕсем илнĕ.
Паттăрсене муниципалитетра асра тытаççĕ. Нумай пулмасть Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта Украинăри ятарлă çар операцинче пуçне хунă Серафим Куделин ячĕпе Паттăр партти уçнă (ỹкерчĕкре). Мероприятие Серафимăн Н.Чернышевский ячĕллĕ Саратоври патшалăх тĕпчев университетĕнче вĕренекен Мария йăмăкĕ тата тăванĕсем хутшăннă. Вăл тетĕшĕ пĕр тăванĕсемшĕн яланах тĕслĕх вырăнĕнче пулнине, унăн ячĕ чĕрере упраннине каланă.
Парта хушшине чи малтан ларма шкулта лайăх вĕренекен йĕкĕреш Владăпа Злата Мальцевасем тивĕçнĕ.
(Хамăр корр.)
Январь 2025 |