Паттăрсем пирĕнпе юнашар пурăнаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 07.12.2024, 18:38 Просмотров: 447

 Алманчăри Лев Французов Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пулнă хыççăн кĕске вăхăтлăх канăва яла килчĕ. Мĕн тери лăпкă кунта. Ачаран чупса çитĕннĕ вăрман, юхан шывĕ çывăхрах. Сывлăшĕ уçă. Таса. Тавралăха хĕл сăнĕ çапса пырать пулин те вĕçен кайăксем çуртсен умĕнчи пилешсем çине пырса лараççĕ. Чĕвĕлтете-чĕвĕлтете çырлана сăхаççĕ. Вĕсен пурнăçĕпе киленсе тарăн шухăша путатăн. Галина Аркадьевнăпа Борис Сергеевич виçĕ ача çуратса ỹстернĕ. Кашнийĕшĕ çунат хушса тăван килтен кайнă ĕнтĕ. Пĕр вăхăтра пĕрисене, тепĕр чухне теприсене канмалли кунсенче, уявсенче, отпусксенче кĕтеççĕ ашшĕпе амăшĕ. Кирек хăшĕ те тунсăхлаттарать. Пурте çемьеллĕ. Кинĕсемпе кĕрỹшне те тăван ачисем вырăннех йышăннă аслисем.

Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче ытларах вăй хунă вĕсем.

Галина Аркадьевна хуçалăх ферминче 40 çула яхăн ĕçленĕ. Малтанах сыснасем патне çул такăрлатнă. Кайран ĕне витине куçнă. Вăл вăхăтра хуçалăх çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тăватчĕ. Пĕр пĕринпе ăмăртса ĕçлетчĕç дояркăсем. Ахальтен Галина Французова Мускаври ВДНХан кĕмĕл медальне икĕ хутчен тивĕçмен ĕнтĕ. Пилĕкçуллăхăн ударникĕ те пулнă. "Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята илнĕ. Иртнĕ вăхăта паян сахал мар ырăпа аса илеççĕ Тамара Петрова, Роза Михеева, Ираида Осипова, Луиза Мышова пĕрле ĕçленисем.

Мăшăрĕ те ĕçлĕхлĕ Галина Аркадьевнăн. Малтан электрикра, унтан ĕне фермин заведуюшийĕнче ĕçлерĕ. Каярахри 17 çулне вара ял Совет председателĕнче тăрăшрĕ. Тивĕçлĕ канăва та унтанах кайрĕ.

Улми йывăççинчен аякка ỹкмест, теççĕ. Французовсен ачисем те ĕçлĕхлĕ те маттур. Левпа Алеша ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче пĕлỹ пухнă. Хĕрĕ педколледжран диплом илсен пĕлĕвне малалла та тăснă.

4 мăнук халĕ Французовсен. Аслашшĕ-асламăшне, кукашшĕ-кукамăшне тунсăхлаттарсах тăмаççĕ. Аслă ывăлĕ çеç сайрарах пулать ялта. Çар тивĕçне пурнăçлаканскер командировкăсене çỹрет. Сиринче те пулчĕ. Тăван яла килсен пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкула кĕрсе тухма вăхăт тупатех. Ку хутĕнче те çаплах пулчĕ. Ăрусен çыхăнăвĕнчи калаçу çеç пулмасть унта. Вĕренекенсем çĕршывшăн паллă пулăмсене хутшăнаканпа куçа-куçăн тĕл пулаççĕ, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене параççĕ. Паттăрлăх урокĕ кăмăллă иртрĕ. Лев Борисович ачасене лайăх вĕренме сĕнчĕ, историе пĕлме, çĕршыва юратма, хаклама кирлине каларĕ. Патриот çеç çуралнă кĕтесе, тăвансене, çывăх çынсене, мирлĕ халăха хỹтĕлеме пултарать-çке.

Медалĕсем те йышлă Лев Французовăн. Çав шутра полици системинче ĕçленĕ вăхăтра тивĕçнисем те.

Ачасем те парăмра юлмарĕç. Пиччĕшне çĕнтерỹпе каялла таврăнма ырă сунчĕç.

Паттăрсем чăнах та пирĕнпе юнашарах пурăнаççĕ. Вĕсенче шанăç. Юлашкинчен ачасемпе çар çынни ятарлă çар операцинче пуçне хунисене асăнса çирĕплетнĕ мемориал хăми патне чечексем хучĕç.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Январь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика